Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.
Чӗнет ӑна вӑрман та улӑх.
Чечек ҫӳрет, ҫӳрет... Умра
Ҫут ҫӑлтӑрӑн тӑрать ҫав чӑнлӑх —
Вӗри ҫӗрте те сулхӑнра
Унран хӑпмасть пӗр сӑн, пӗр сӑнлӑх.
Ҫапах кӗтмен ҫӗртен пуҫа
Кӗрсе тухать пӗр шухӑш; вӑл
Ҫиҫет васкавлӑн чӑл та чӑл,
Ас илтерет, ак, Кавруҫа...
Асри сӑнарӑн чӗр хӑвачӗ
Чуна хускатрӗ кӑшт; анчах
Тӗтреллӗ, тӗксӗм сӑн-сӑпачӗ
Ҫухалчӗ, ирӗлчӗ пачах.
...Вӑрман, ҫаран, — чуна чӗртет, —
Шуршуварне ав пӗвеленӗ.
Чӑнах та ҫакӑн пек ҫӗрте
Ҫӑхан сасси те кӗвӗленӗ.
Катмар кермен; илемӗпе,
Курсассӑн, илӗртӗ те тӗнтӗ.
Тен, ҫыхӗ тӗвӗленӗ пек,
Тен, чӗрене ҫунтарӗ, ӗнтӗ.
Анчах чӗнет, туртать — тараймӑн,
Тӑратӗ тӑлласа кунта.
Чӑнах, хӑвна эс хӑтараймӑн
Ишут пулсассӑн сан умра.
Ах, юрату, эс чун асапӗ,
Чӗре рехетлӗ киленни.
Эс пысӑк тимӗн чӑн сӑвапӗ,
Эс шухӑш-кӑмӑл ҫӗкленни.
Юратакан этем телейлӗ,
Вӑл ӑраскалӑн чи савни.
Чун хускални пулсан тӗллевлӗ,
Вара ку - ӑс-тӑн савӑнни.
Ытла та юрату паха —
Виҫесӗр вӑйлӑ вӑл пулсассӑн.
Чун иккӗленнипе тулсассӑн
Тӑрса юлать вал тӑлӑха.
Ҫук, сук, Чечек иккӗленмест,
Вӑл йышӑнать мӗн курнине.
Таса ун чунӗ — ӗненмест
Ултав, чеелӗх пуррине.
Вӑл савӑнать ҫап-ҫутӑ куншӑн:
Килентерет тӳпе те ҫӗр.
Ырри те, усалли те уншӑн,
Тем каласан та, пурӗ пӗр.
Канать, ӗҫлет-и — унӑн ӑнӗ
Шырать; тӗллевӗ — тупасси.
Ӑҫта пӑхать — Ишут чӗр сӑнӗ,
Ӑҫта пырать хӗр — ун сасси.